Пур хыпар та
Общество
10 Сентябрӗн 2019, 13:08

Çăкăр фестивалĕ

Стерлитамак хулинче сентябрĕн 14-мĕшĕнче Çăкăр фесмтивалĕ иртĕ.

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Стерлитамакри „Салават” кинотеатр умĕнчи скверта Çăкăр фестивалĕ иртет. Унта республикăри „Ырăлăхăн çăкăр çулĕ” проект пĕтĕмлетĕвĕсене тăвĕç.
Уяв хăнисене интерактивлă выставкăпа паллашма чĕнĕç, вăл çăкăр пĕçерме юрăхлă тĕштырăсем, вĕсене ÿстерессин уйрăмлăхĕсем çинчен каласа парĕ. Кăмăл пулсан, çынсем çăкăр пĕçерсе курма пултарĕç: тырă авăртĕç, çăнăх аллĕç, чуста çăрĕç, çăкăр пĕçерĕç.
Кунта пĕтĕм çемьепе канма май пулĕ: вăйă площадкисем, пултарулăх мастерскойĕсем, çутçанталăкри декораци элеменчĕсемпе фото-зонăсем ĕçлĕç.
Çаплах анлă концерт программи те кĕтет куракансене. Кашни çын тĕрлĕ халăхăн тулăран, ырашран, рисран, кукурузăран тата ытти культурăсенчен пĕçернĕ çăкăрне тутанса пăхма пултарĕ. Юлашкинчен пурне те 100 кукăльпе хăналĕç.
Читайте нас: