Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Сентябрӗн 2019, 12:51

Экстрасенссем Пушкăртстана килнĕ

„Битва экстрасенсов” мистикăлла шоу çăлтăрĕсем Пушкăртстана килсе кайнă.

Иртнĕ кану кунĕсенче „Битва экстрасенсов” мистикăлла шоу çăлтăрĕсем Пушкăртстана килсе кайнă. Вĕсен хушшинче Татьяна Ларина, Дмитрий Волхов, Юлий Котов пулнă, вĕсем Уфари хăна çурчĕсенчен пĕринче чарăннă. Телекăларăма ÿкерме Чишме районĕнчи Шингак-Куль ялне тухса кайнă. Вĕсене Алина Валеева гример тата визажист ÿкерĕнме хатĕрленĕ.
Алина каласа панă тăрăх, „Последние 24 часа” çĕнĕ телепроектăн серийĕсенчен пĕрне ÿкернĕ. Унта экстрасенссем вĕлернисене, мистикăлла вилĕмсене тĕпчеççĕ.
Шингак-Куль ялне вĕсем вилнĕ çулĕ çитмен ачасен тăванĕсем чĕннипе килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсен ачисем мĕнле сăлтава пула вилнине пĕлесшĕн пулнă.
Экстрасенссем вĕсен çывăх çыннисемпе калаçнă, масар çинче, ачасене вилĕ тупнă вырăнта пулнă. Кайран вĕсенчен кашни инкеклĕ ĕçĕн сăлтавĕсене пĕлтернĕ.
Телекăларăма НТВ каналпа курма пулать.
Читайте нас: