Владивостокри Тинĕс вокзалĕн причалне пуçласа çакăн пек пысăк лайнер пырса тăнă. Унта пилĕк пине яхăн пассажир вырнаçнă.
Spectrum of the Seas ятлă лайнер Шанхайра сентябрĕн 6-мĕшĕнче старт илнĕ, Владивосток хыççăн лайнер Японие каять, ун хыççăн каллех Шанхая таврăнать.
Пилĕк пин çын шăнăçтаракан лайнер çинче 38 çĕршыв çыннисем çул çÿреççĕ, вĕсенчен виçĕ пинĕ – Китайран.
Пассажирсем хушшинче Россия çыннисем те пур.
Приморье влаçĕ пĕлтернĕ тăрăх, круиз туризмĕ туризм отрасльне аталантармалли малашлăхлă çул-йĕр.
Spectrum of the Seas Владивостока çитнĕ вуннăмĕш пассажир лайнерĕ пулнă.