Пур хыпар та
Общество
6 Сентябрӗн 2019, 14:41

Георгий Орлов: „Хама телейлĕ çын тесе шутлатăп”

Аургазă районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин Пушкăртстанри Полномочиллĕ представителĕ пулнă Георгий ОРЛОВ 75 çул тултарнă.

Вăл вунпилĕк çула çитсен, Çĕнĕ Федоровка шкулне пĕтернĕ хыççăн, Толбазă ялне килсе промкомбината тĕрлĕ ĕç рабочийĕ пулса ĕçе вырнаçнă. Тепĕр çултан МСО çумĕнчи кирпĕч заводне куçнă, малтан слесарьте ĕçленĕ, унтан мастер пулса тăнă, часах ăна, перспективлă тата çирĕп тĕллевлĕ специалиста, предприятине ертсе пыма шанса панă. Ĕçленĕ вăхăтрах вĕреннĕ – УГНТУ дипломне илнĕ.
Çамрăк чухнех рабочин вăй-хал ĕçĕн пĕтĕм йывăрлăхне тÿснĕ, ăна мĕнле çăмăллатмалли пирки нумайрах шухăшлама пуçланă. Çавна пурнăçĕн темиçе çулне халалланă, хăйĕн тĕллевне пурнăçланă. Заводра „Ново-Уфимский НПЗпа” реконструкци ирттернĕ. Толбазă ялĕнче тулли ăшлă кирпĕч туса кăларакан „Керамика” предприяти уçăлнă.
НУНПЗ руководителĕсен облицовка кирпĕччи туса кăларма пуçлас шухăш çуралнă, Пушкăртстанра вăл çителĕксĕр пулнă. 1990 çулсенчи йывăрлăхсене пăхмасăр, Испанире оборудовани туяннă. Республика прави-тельстви пысăк пулăшу панă. Георгий Захаровичăн професси ăсталăхне пула республикăри чи лайăх предприятисенчен пĕри пулса тăнă хальхи „Ажемак” кирпĕч заводне проектлама, туса лартма тата ĕçе яма пултарнă. Кунта ĕçе пĕтĕмпе автоматизациленĕ.
Завод директорĕнче ĕçленĕ тапхăрта Георгий Захарович социаллă строительствăна тимлĕх нумай уйăрнă. Вăл ертсе пынипе çичĕ ял шкулне ĕçе кĕртнĕ тата реконструкциленĕ, Аургазăри шалти ĕçсен пайĕн çуртне, Уфа-Оренбург трасса çинче автозаправка станцийĕ туса лартнă, Красноусольски санаторин объекчĕсене юсаса çĕнетнĕ, район центрĕнче чиркÿ тума пуçланă. Заводăн укçи шучĕпе Толбазă ялĕнче 219 хваттер туса лартнă. Предприятин нушаланакан работникĕсене пурне те çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.
Чăваш Республикин Пушкăртстанри Полномочиллĕ представителĕ пулнă май, вăл пĕтĕм вăйне чăваш халăхĕн культурине аталантарас енĕпе обществăлла-политикăлла ĕçе панă.
Георгий Захаровичăн пуçарăвĕпе Стерлитамак тата Белебей хулисенче суту-илÿ çурчĕсем уçнă. Вăл икĕ республикăри писательсен, поэтсен тата композиторсен тĕлпулăвĕсене йĕркелекенсенчен пĕри пулнă.

2006 çулта Стерлитамак хулинче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш государство университечĕн Представительстви уçăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿсенчен пĕри пулса тăнă.
Халĕ Чăваш наци конгресĕпе тачă çыхăну йĕркеленĕ, паллă çынсем хутшăннипе уявсем тата тĕлпулусем час-часах ирттереççĕ. Чи лайăх вĕренекенсем Чăваш Республикинчи лагерьсенче кашни çул канаççĕ.

Вăл халĕ те лăпкă пурăнаймасть. Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен наципе культура пĕрлĕхне йĕркелекенĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çамрăк ĕçтешĕсемшĕн хăйĕн халăхĕшĕн чĕререн парăнса ĕçленин тĕслĕхĕ пулма тăрăшать.
Георгий Захарович государствăн нумай наградине тивĕçнĕ. Вăл – Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ. Районăн хисеплĕ гражданинĕ хăйне телейлĕ çын тесе шутлать: хăйне юратнă ĕçне панă, яланах халăх хушшинче пулнă, вăл çывăх çыннисемпе пурăнать. Ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем - уншăн чи пысăк савăнăç. Ывăлĕсем тата хĕрĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, унăн пулăшаканĕсем пулса тăраççĕ.
Георгий Захаровича илемлĕ юбилей ячĕпе саламлатпăр! Ăна çирĕп сывлăх, пархатарлă ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.
Ю. ЛЕОНТЬЕВ.
Читайте нас: