Пур хыпар та
Общество
5 Сентябрӗн 2019, 12:58

Çăлтăрсемпе тан ентеш

Паян виççĕмĕш космонавт, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 90 çул тулать.

Андриян Николаев – совет авиацийĕн генерал-майорĕ, писатель, техникăлла наукăсен кандидачĕ, СССР космосра пулнă виççĕмĕш гражданинĕ. Вăл орбитара скафандрсăр ĕçленĕ пĕрремĕш çын.


Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсемшĕн Николаева икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, нумай орденпа тата медальпе наградăланă.


Андриян Григорьевич Чăваш республикинчи Шуршăл ялĕнче 1929 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Григорий Николаевич колхоз конюхĕн тата Анна Алексеевна дояркăн çемйинче çуралнă. Тăватă ачаран вăтамми пулнă.


1944 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман-техника техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан çамрăк специалиста Карелине ĕçлеме янă. Çакăнта вăл чунĕ хушнă ĕçе тупрăм тесе шутланă, анчах та çара кайсан пĕтĕмпех улшăннă.


Андриян авиаци çарĕсене лекнĕ, сроклă службăна вĕçлесен Черниговри çар училищи çумĕнчи сывлăш стрелокĕсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Дипломлă тата пĕлÿллĕ летчик пулса тăнă хыççăн Николаев малалла Мускав çывăхĕнче службăра тăнă.


Пĕррехинче, вĕçев тренировки вăхăтĕнче, унăн МиГ-17 истребителĕн двигателĕсем ĕçлеме чарăннă. Андриян хаклă техникăна тата хăйĕн сывлăхне сыхласа хăварса çĕр çине анса ларма пултарнă. Çавăншăн ăна ал сехечĕ парнеленĕ, СССР Коммунистсен партине йышăннă.


1960 çулхи мартăн 7-мĕшĕ Николаевăн биографийĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Служба вырăнĕнчен лайăх характеристика панипе ăна космонавтсен ушкăнне йышăннă.


Çăлтăр хулинче летчик совет ученăйĕсем, физиотерапевтсем тата биологсем туса хатĕрленĕ экспериментсен курсне иртнĕ. Пĕтĕмпех ăнăçлă вĕçленсен СССР космонавчĕсен пĕрремĕш отрядне лекнĕ.


Андриян Николаев 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче космоса вĕçнĕ. Унта вăл пуçласа скафандрсăр уçă космоса тухнă. Çĕр чăмăрĕ тавра 64 хутчен вĕçсе çаврăннă, пурĕ 94 сехет те 22 минут космосра пулнă, космосра пулнин вăрăмăшĕпе рекорд тунă.


Вăл „космосри апатланăва” тутанса пăхнă пĕрремĕш çын пулнă.


Андриян Николаев космоса çĕкленсен тата П.Р. Поповичпа тепĕр карап вĕçнĕ. Икĕ космонавт пĕр-пĕринпе калаçнă, Çĕр çине салам янă. Вĕçев вĕçленнĕ хыççăн Андриян Николаевăн ячĕ пĕтĕм тĕнчипе паллă пулса тăнă. Ăна Чăваш республикин Ĕç мухтавĕн тата паттăрлăхĕн хисеп кĕнекине пĕрремĕш туса вырнаçтарнă, çĕршыв вара космонавта Ленин орденĕпе, „Ылтăн Çăлтăр” медальпе наградăланă, Совет Союзĕн Геройĕн тата „СССР летчик-космонавчĕ” ятсем панă.


Малашне Андриян Николаев тата нумай çитĕнÿ тунă. 1970 çулта „Союз-9” экипаж командирĕ пулса вĕçнĕ, ун чухне Çĕр тавра 286 хутчен вĕçсе çаврăннă, космосра 17 талăк та 16 сехет те 58 минут пулнă, кун пек рекорд çавăнччен никам та туман. Çак экспедицишĕн Андриян Николаев Совет Союзĕн Геройĕн иккĕмĕш орденне тата авиацин генерал-майор ятне илнĕ.


1963 çулта Николаев пĕрремĕш хĕрарăм-космонавта Валентина Терешкована качча илнĕ. Вĕсен Елена ятлă хĕрĕ çуралнă. Анчах та мăшăр 19 çул иртсен уйрăлнă. Мĕн виличчен Андриян Николаев урăх авланман.


2004 çулхи çулла космонавт вилнĕ. Ăна тăван чăваш çĕршывĕнче пытарнă.
Читайте нас: