Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Сентябрӗн 2019, 17:19

Инкеке кашни лекме пултарать

15 çул каярах Çурçĕр Осетинчи Беслан хулинчи шкулта теракт пулса иртнĕ, унта 32 террорист 1128 çынна (пуринчен ытла ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тата шкул сотрудникĕсене) заложника илнĕ.Терактра 333 çын вилнĕ, вĕсенчен 186-шĕ – ачасем.

Çав хăрушă трагедине асăнса 2005 çулта Терроризмпа кĕрешмелли пĕршухăшлăх кунне çирĕплетнĕ. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Беслан хулинче кăна мар, пĕтĕм Российăра террористсен акцийĕсенче инкек курнисене, çаплах вăй структурисен служба тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ сотрудникĕсене асăнаççĕ.
Беслан событийĕсем путсĕр çынсем тĕрлĕ лозунг хыçне пытанса чи хаклине, çĕршывăн пуласлăхне - ачасене - пĕтернине кăтартса пачĕ.
Вĕренÿ заведенийĕсенче терроризмран хÿтĕленес енĕпе мĕнпур мерăсем йышăнмалла. Кунта полиципе тÿрĕ çыхăну системи, специализациллĕ хурал посчĕ, ÿкерсе илнĕ видеона 30 талăк таран архивра тытакан сăнав камерисем, пушар сигнализацийĕ, стандартпа килĕшÿллĕн запас алăксем, çурт çумĕнчи территорине тивĕçлĕ йĕркелесси, пырса кĕмелли çул çинчи çул паллисем тата çул тăрăхĕ çинче паллă туса тухнисем, светофорсем, 1,5 м çÿллĕш металл хÿме, урамри çутă пулни тата нумай ытти кĕреççĕ.
Сыхланулăх мерисене пăхмасăр, никам та çавăн пек хăрушă лару-тăрăва лекессинчен страхланман. Пиртен кашнин сыхă пулмалла, шиклентерекен мĕнпур тĕслĕхсем çинчен „112” телефонпа Пĕрлĕхлĕ дежурство-диспетчер службине, право сыхлавĕн органĕсене пĕлтермелле. Çакă обществăлла вырăнта хăварнă хуçасăр япаласене те пырса тивет. Нихăш тĕслĕхре те вĕсене тытмалла мар. Путвал пÿлĕмĕсене мĕн-тĕр йăтса кĕрекен çынсем, тимлĕхсĕр хăварнă шиклентерекен автомобильсем тата ытти сисчÿлентермелле. Çуран çÿремелли çул урлă тăснă пралук, вăлта çиппи е кантра асăрхасан, Шалти ĕçсен министерствин уйрăмĕн сотрудникĕсене чĕнсе илмелле çеç мар, май пур таран ытти çуран çынсене те хăрушлăх çинчен асăрхаттармалла.
Енчен те эсир теракт вăхăтĕнче урамра пулсан, унта пеме пуçласан, тÿрех пĕшкĕнсе ларăр, унтан шуса е упаленсе çывăхри хÿтлĕх вырăна çитĕр, çавăнта пытанса ларăр. Енчен те куçма май пулмасан çĕр çине выртăр. Енчен те эсир килĕрте чухне урамра перкелешнĕ сас илтсен чÿрече умне ан пырăр. Ăнсăртран пуля тата осколоксем сире лекмессе коридорта е инçетри пÿлĕмре лăпчăнса ларăр. Енчен те çуртра сирпĕнÿ пулса пушар пуçлансан, чи пысăк асăрханулăха пăхăнса, урама тухма тăрăшăр.
Пĕтĕçсен кăна эпир терроризмпа кĕрешме çеç мар, инкеклĕ ĕçсене те асăрхаттарма пултарăпăр.
Читайте нас: