Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Сентябрӗн 2019, 18:44

Больницăра – çĕнĕ парковка

Районти тĕп больницăра машинăсем тăратмалли площада уçнă.

Районти тĕп больницăна пыракансене автомобильсен тăраткăчĕнче вырăн çителĕксĕрлĕхĕ майсăрлăх кÿнĕ.
Нумаях та пулмасть ЦРБ администрацийĕ çак ыйтăва Толбазă ял Совечĕпе пĕрле татса панă.
Унччен пырса кĕрекен вырăнта тăраткăч сылтăм енче çеç пулнă пулсан (унта час-часах вырăн çитмен), халĕ вара çулăн сулахай енче те тунă. Иртнĕ çулта кунта автобус чарăнакан вырăнтан больницăна çити тротуар та хывнă.
В. АЛЕКСЕЕВ.
Читайте нас: