Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Сентябрӗн 2019, 11:13

Пулă тата кедр ĕрчетесси – унăн юратнă ĕçĕ

Аургазăри краеведени музейĕнче Мидхат Хасанов эколог-общественника халалланă стенд-экспозици уçнă.

Кăçал пирĕн ентеш, Российăн тава тивĕçлĕ строителĕ 70 çул тултарать. Вăл нумай çул тăршшĕне пĕвесемпе кÿлĕсене пулă лĕкки ярса пулă ĕрчетнипе, пирĕн ене Çĕпĕр кедрĕн хунавĕсене турттарса килнипе паллă.


Музейра юбилярпа „Тантăшсем” клуб членĕсен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Мидхат Равилович кĕскен хăй çинчен, мĕншĕн çутçанталăка хÿтĕлеме пуçлани çинчен каласа панă. Çак пархатарлă ĕçре ăна пулăшакансене пурне те тав тунă.


- Эпир çуралнă, пурăнакан Çĕр – пирĕн пĕрлĕхлĕ кил. Эпир ăна хамăрăн ачасемпе мăнуксемшĕн пĕрле сыхламалла, - терĕ вăл.


Яланхи пекех, ветеран хăй суйласа илнĕ ĕçне парăнса тăрать, тахçан хăй умне лартнă „Кирек епле лару-тăрура та çĕнтерĕве шанни пĕлтерĕшлĕ. Мĕн пулсан та – çын пулса юлмалла, йывăр пулсан та – парăнмалла мар!” девиза пăхăнать. Малашне те çавăн пек пултăр.


В. АЛЕКСЕЕВ.
Читайте нас: