Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Августӑн 2019, 12:57

Ачан ÿтне тислĕк айĕнче тупнă

Волонтерсем Дюртюлĕ районĕнчи çухалнă Тимур Хабирова вилĕ тупни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра çĕр варринче хăйĕн килĕнчен çухалнă çулталăкри ачана вилĕ тупнă. Августăн 31-мĕшĕнче „Лиза Алерт. Башкортостан” тата „Поиск детей Уфа – Башкортостан” волонтер ушкăнĕсем арçын ачана вилĕ тупни çинчен пĕлтернĕ.
„Тупăннă. Вилнĕ. Тăванĕсемпе пĕрле хурланатпăр. Пурне те шырама пулăшнăшăн тав тăватпăр”, - пĕлтернĕ „Лиза Алерт. Башкортостан” организацинче.
Маларах амăшĕ, версисенчен пĕрин тăрăх, хăй ачине хире, тепĕр версипе кÿлĕ хĕррине илсе тухса пăрахни çинчен те пĕлтернĕччĕ. Халĕ тата тепĕр верси те пур – ачан ÿтне амăшĕн картишĕнче, тислĕк айĕнче тупнă.
Пушкăртстанăн Следстви комитечĕ халлĕхе ачана ăçта тупни тата амăшĕ айăплă пулни çинчен нимĕнле комментари те паман. Ял çыннисем тĕрлĕрен хаклаççĕ амăшне: пĕрисем лайăх тесе шутлаççĕ, теприсем çак преступленине хăйех тунă пулĕ теççĕ.
Читайте нас: