Аса илтеретпĕр, ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров июль уйăхĕ варринче Аургазăри ача-пăча площадкисене критиклерĕ, вĕсем „вĕлерекен вырăнсем” терĕ. Çакăн хыççăн республикăра тĕрĕслевсем иртнĕ.
Пушкăртстанри 2771 ача-пăча площадкинчен 1032-шĕ проблемăллă – çакă 37% ытла пулать, пĕлтерет Обществăлла палата. Тĕрĕслев материалĕсене регионăн Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствине тата ПР Çурт-йĕр тата строительство надзорĕн Госкомитетне ярса панă.