Çак кунсенче районти нумай ачаллă пĕчĕк тупăшлă çемьесенчи 133 ача шкул хатĕрĕсемпе рюкзак илнĕ (пурĕ 2831 тенкĕлĕх).
Паянхи кун нумай ашшĕ-амăшĕшĕн ачасене шкула кайма хатĕрлесси укçа-тенкĕ енчен проблемăллă пулса тăрать. Çак тĕллевпе çемье бюджетĕнчен сахал мар сумма тăкаклама тивет. Уйрăмах пĕрремĕш класа каякан ачасене шкула хатĕрлеме йывăр – пĕтĕмпех çĕннине туянмалла.
Çак сăлтавпа Российăн регионĕсенчен нумайăшĕнче сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкула çÿремелли форма, атă-пушмак, учебниксем, канцеляри тата ыттине туянма адреслă пулăшу параççĕ. Çакăн пек социаллă пулăшу пирĕн районта та пур.
Халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмра пулăшусен тулли списокĕпе паллашма пулать.