Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Августӑн 2019, 16:23

Кăçал кĕрхи ăшă кунсем пулĕç-и?

Пушкăртстан синоптикĕсем кĕрхи ăшă кунсем хăçан пуласси çинчен каласа панă.

Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, республика территорийĕнче йĕркеленсе кайнă çумăрлă çанталăк сентябрĕн малтанхи вунă кунĕ тăршшĕне пырĕ.
Çавăншăн иккĕмĕш вунăкунлăхра, сентябрĕн 8-мĕшĕ хыççăн, кĕркунне ăшă çанталăкпа савăнтарĕ тесе пĕлтерет „Гисметео” служби.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен çумăрлă сивĕ кунсем тăрĕç: кăнтăрла температура 16 градус таран ăшă пулĕ, çĕрле термометр 6 градус ăшă кăтартĕ.
Сентябрĕн 9-мĕшĕнчен, синоптиксен даннăйĕсем тăрăх, региона ăшă килмелле. Хĕвеллĕ кун икĕ эрнене яхăн тăрĕ. Кăнтăрла сывлăш 26 градус, çĕрле 15 градус ăшă пулĕ. Çак икĕ эрне тăршшĕне синоптиксем тăм ÿкмест тесе пĕлтереççĕ.
Пулĕ-ши вара! – Кĕтсе пăхар!
Читайте нас: