Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Августӑн 2019, 18:21

Хуйхăра та, савăнăçра та пĕрле...

Эмçе ялĕнчи Никон Иванович тата Ольга Львовна Яковлевсем мăшăрлă пурнăçпа 60 çул пурăнаççĕ.

Пирĕн аттепе анне, Никон Иванович тата Ольга Львовна Яковлевсем, мăшăрлă пурнăçпа 60 çул пурăнаççĕ. Нумай хура-шур чыслăн иртсе тухнă. Йывăрлăхсем вĕсене тата та вăйлăрах тунă, пĕр-пĕринчен çирĕпрех тытăнтарнă. Вĕсем халĕ, вуншар çул иртсен, хуйхăра тата савăнăçра, чирленĕ тата сывă чухне те çак çулсем хушшинче пĕрле пулнишĕн шăпана тав тăваççĕ.
Анне Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ăна мĕн çамрăкран колхоз хирĕсенче ĕçлеме тата килти хуçалăхра пулăшма тивнĕ. Вăрçă тата вăрçă хыççăнхи çулсене пăхмасăр, вăл çичĕ çул вĕренмелли шкул пĕтерме пултарнă.
- Малалла та вĕренме ĕмĕт пурччĕ, анчах май пулмарĕ, - аса илет анне. Аслă аппăшĕ те вĕренесшĕн пулнă, анчах вĕсем кукамая пăрахса кайма пултарайман. Вăл пилĕк ачине пытарнă вĕт. 1943-мĕш çулта фронта кайнă упăшки хыпарсăр çухалнă.
Аннен ачалăхĕ йывăр пулнă, анчах çемье выçă пурăнман. Кукамай çирĕп хĕрарăм пулнă: выльăх-чĕрлĕх, пысăк мар утар тытнă.
Атте пысăк мар Эмçе поселокĕнче нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Асатте çичĕ ачана - ултă хĕрпе пĕртен-пĕр ывăлне - пĕччен пăхса ÿстернĕ. Арăмĕ кĕçĕн хĕрĕ ултă уйăхра чухне ÿпке шыççинчен вилнĕ. Çемье тĕне ĕненнĕ, пурнăçри йывăрлăхсене пурне те хуйха ÿкмесĕр тÿснĕ.
Кинне çуртра юратса йышăннă (анне асаттене яланах ырă сăмахсемпе аса илет). Аттен аппăшĕ-йăмăкĕсем питĕ лайăх ăстасем пулнă. Çиелти тумтир çĕленĕ, арланă, тĕртнĕ, çыхнă, хуçалăхра пулăшнă. Вĕсем пĕрле пурăннă.

Çамрăк арăма çăмăл пулман, анчах вăл тÿсĕмлĕ тата ырă кăмăллă пулнă, йывăрлăхсенчен хăраман. Кирек епле ĕç те тунă: пăру пăхнă, сахăр кашманĕ тата сухан ĕçленĕ, теплицăра вăй хунă.
Атте çамрăк чухне трактористра, платникра ĕçленĕ. Хуçалăхра пĕтĕмпе хăй туса лартрĕ, ялйыша та пулăшатчĕ.

Никон Иванович тата Ольга Львовна пилĕк ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсем пурте пĕлÿ илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Вĕсем шутĕнче агрономсем, аппаратчик, медик, учитель. Мăнукĕсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Вĕсем паянхи кун кирлĕ профессине алла илеççĕ: наука ĕçченĕ, экономист, монтажник, технолог, товаровед, программист.
Пирĕн аттепе аннен 13 мăнук, 10 кĕçĕн мăнукĕ пур.
Пирĕн хаклă çынсене пĕрле пурăнма пуçланине 60 çул çитнĕ ятпа, аннене 80 çул тултарнă ятпа пĕтĕм чунтан саламлатпăр. Вĕсене çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кун-çул, çемьере пĕр-пĕрне ăнланнине тата ырлăх-пурлăх сунатпăр.
М. ИВАНОВА.
Читайте нас: