Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Августӑн 2019, 13:59

Спортпа та туслă, юрă-кĕвĕпе те

Пушкăртстанра иртнĕ Россия пенсионерĕсен спартакиадине Чăваш республикинчен те спортсменсем тата артистсем килнĕ.

Уфара иртнĕ Пĕтĕм Российăри пенсионерсен VI спартакиадине Валентин Семяхин ертсе пынипе Чăваш республикин „Спортивное долголетие” аслă ăру спартакиадин çĕнтерÿçисем килнĕ. ”Кĕмĕл” ÿсĕмри спортсменсемпе пĕрле республикăн тĕп хулине Çĕмĕрле районĕнчи „Шанчăк” фольклор коллективĕ те çитнĕ.



Спартакиадăн программинче çăмăл атлетикăпа, шывра ишессипе, сĕтелçи теннисĕпе, тĕл перес енĕпе, шахматпа тата дартспа ăмăртусем иртнĕ.


Палăртса хăвармалла, Россия пенсионерĕсен пĕрремĕш спартакиади 2014 çулта Шупашкарта иртнĕ. Унтанпа участниксен шучĕ пилĕк хутчен ÿснĕ, çакă аслă ăру çыннисем физькультура тата спорт çине сÿрĕк мар кăмăлпа пăхнине пĕлтерет.


Сăмах май, Пушкăртстан республикин команди пĕтĕмĕшле наградăсен шучĕпе ытти регионсем хушшинче мала тухнă. Чăваш республикинчи çăмăл атлетикăпа Россия спорт мастерĕ Лев Петров та çитĕнÿсем тунă. Ăна ентешĕсем çав ятпа саламлаççĕ.



Ăмăртусенчен пушă вăхăтра артистсем Кăрмăскалă районĕнчи Николаевка тата Ефремкино ялĕсенче питĕ лайăх концерт кăтартнă.


ПР Чăвашсен пĕрлешĕвĕ ятĕнчен Федор Кузьмин ансамбль ертÿçине Людмила Григорьевана тата артистсене чаплă концертсемшĕн тав сăмахĕсем каланă.
Читайте нас: