Аургазă хыпарçи
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
28 Августӑн 2019, 12:03

Россия Президенчĕпе тĕлпулу иртнĕ

Мускавра Владимир Путинпа республикăн Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕн Радий Хабировăн тĕлпулăвĕ иртнĕ.

Тĕлпулура социаллă-экономика ыйтăвĕсессĕр пуçне демографи тата медицина ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Владимир Путин республикăри ачасен вилеслĕхĕн шайĕ çĕршывринчен пысăкрах пулни канăçсăрлантарнине палăртнă.


Радий Хабиров ун пек проблема чăннипе те пуррине, анчах та çакă медицина начар пулнин кăтартăвĕ маррине пĕлтернĕ.


„Эпир хамăршăн йышăну турăмăр, пĕтĕмпех палăртса пыратпăр. Урăхла каласан, эпир çураласлăхпа тата вилеслĕхпе тăратакан цифрăсем пурте объективлă. Ку лару-тăрăва майĕпен тÿрлетме пуçларăмăр”, - тенĕ Радий Хабиров.


Владимир Путин лару-тăру чăннипе те улшăннипе килĕшнĕ, анчах та çак проблемăна уйрăм тимлĕх уйăрма хушнă. „Хĕрарăмсене, амăшĕсене пулăшмалла, сăнаса тăмалла, уйрăмах кăткăс тĕслĕхсем пулсан”, - каланă РФ Президенчĕ.

Читайте нас: