Пур хыпар та
Общество
27 Августӑн 2019, 11:34

Çуртсене юсасси тата картишсене тирпей-илем кĕртесси çинчен

Район администрацийĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явас енĕпе канашлу иртнĕ.

Форум ĕçне ПР Çурт-йĕр тата строительство надзорĕн государство комитечĕн председателĕн заместителĕ Азамат Кутлугулов, ресурссемпе тивĕçтерсе тăракан организацисен руководителĕсем, нумай хваттерлĕ çуртсен совечĕсен председателĕсем, членĕсем тата ыттисем хутшăннă.
Вĕсем çуртсене тата подъездсене тĕпрен юсамалли, картиш территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелли ыйтусене сÿтсе явнă. „Пушкăрт картишĕсем” программăна пысăк тимлĕх уйăрнă. Çынсене пуринчен ытларах çурта е картише çак программăна мĕнле кĕртмелли ыйту интереслентернĕ.
Читайте нас: