Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Августӑн 2019, 14:01

Пĕлÿ кунĕ алкогольсăр пулĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕн пуçарăвĕпе республикăра пуçласа çакăн пек мера йышăннă.

Кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕ вырсарникуна лекет, вĕренÿ çулĕ шкул ачисемпе студентсемшĕн сентябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçланать. Çак кун пĕтĕм республикипе алкоголь сутма чарĕç, çав шутра сăра та. Çак мера обществăлла йĕркепе тивĕçтерĕ тесе шутлаççĕ.
Маларах республикăри Госпуху депутачĕсем алкоголь сутассине чикĕлекен закон йышăннă.
Малашне Пушкăртстанра Çамрăксен кунĕнче, Пĕлÿ кунĕнче тата акатуй ирттернĕ кунсенче эрех-сăра ĕçме юрамĕ. Çаплах алкоголь сутмалли вăхăта кемĕтĕç: унчченхи 8.00-23.00 сехетсем вырăнне 10.00-22.00 сехетсенче кăна сутĕç.
Читайте нас: