Пурнăçăн пĕтĕм сферине „цифра” кĕрсе пынин лару-тăрăвĕнче паянхи кун нумай япала улшăнать: çынсен ăс-тăнĕ, пурнăç йĕрки, государство.
Республикăри Нумай функциллĕ центр государство автономи центрĕ те пурнăç таппинчен тăрса юлмасть, государство тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме „цифра” майĕсем сĕнет.
Кăçалхи августăн 22-мĕшĕнче „Манăн документсем” „Нумай функциллĕ центрăн электронлă пулăшăвĕсем” пуçару проектне пуçланă, ăна Уфари „Новомостовая” тата „Аркада”операци залĕсен никĕсĕнче, çаплах Кумертау тата Ишимбай хулисенче пурнăçлаççĕ.
Учреждени сотрудникĕсем государство тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕнче пулăшусем илнĕ чухне консультаци парĕç. Çавăн чухне заявлени паракан порталта регистрациленмен пулсан, Нумай функциллĕ центрта унта кĕмелли май илме пулĕ.
Çакă „Цифрăллă экономика” наци проекчĕн çул-йĕрĕсенчен пĕрне, уйрăммăн илсен, государство управленине цифрăна куçарассине, реализациленипе тачă çыхăннă. Государство цифрăллă технологисене куçни икĕ ене те – çынсене те, пулăшу паракан ене те - адаптациленме тата хатĕрленме пулăшать.
Август вĕçĕнче старт илнĕ пуçару проекчĕ 2019 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ. Унăн итогĕсем тăрăх учрежденийĕн мĕнпур офисĕсенче „Нумай функциллĕ центрăн электронлă пулăшăвĕсем” проекта сарасси çинчен решени йышăнĕç.