Аургазă хыпарçи
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Августӑн 2019, 14:05

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне капитал парĕç-и?

ЛДПР депутачĕ Борис Чернышов шкула каякан ачи пур çемьесене „Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне паракан капитал” пуçармалла тесе шутлать.

Ачана шкула хатĕрлесси, чăннипе те, йÿнĕ мар. Çавăнпа та ЛДПР депутачĕ Борис Чернышов, вăл Госдумăн Вĕрентÿ тата наука енĕпе комитечĕн председателĕн заместителĕ пулса тăрать, Татьяна Голикова вице-премьера „Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне паракан капитал” пуçарма сĕннĕ.


Шкул ачине кирлĕ канцеляри таварĕсем, тумтир тата атă-пушмак туянасси Российăри мĕнпур çемьешĕн те вăй çемми мар. Дмитрий Медведев премьер заместительне ярса панă çырура депутат 2018 çулта вĕренекенĕн комплекчĕн çывхартса шутланă хакĕ çĕршывра вăтамран 11400 тенкĕ пулнине палăртнă. Кашни çемьен çавăн пек тăкак тума майĕ çук, перекетлеме тÿр килет. Борис Чернышов шкула хатĕрлеме уйăрса паракан укçа-тенкĕ регионти уйăхри вăтам ĕç укçин 25 процентĕнчен пысăкрах пулмалла мар тесе шутлать.


- Халĕ ашшĕ-амăшĕсем Пĕлÿ кунне уявлас вырăнне кредитсем илме, çав шутра микрофинанс организацийĕсене ыйтса кайма, тÿр килни пирки ÿпкелешеççĕ, - тенĕ вăл.


Вĕрентÿ тата нуака комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ хăйĕн ĕçтешĕн пуçарăвĕнче нимĕн çĕннине те курманнине пĕлтернĕ. Ун шучĕпе нумай ачаллă тата пĕчĕк тупăшлă çемьесене адреслă пулăшу кун пек те параççĕ.


Россия Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ача-пăча прависем енĕпе уполномоченнăй çумĕнчи Обществăлла совет членĕ Михаил Сенкевич ЛДПР депутачĕн шухăшне ырланă, анчах та чăннипе те нушаланакан ашшĕ-амăшне кăна памалла тесе палăртнă.


- Ачана шкула хатĕрлеме вăтамран çемье бюджечĕн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклама тÿр килет, енчен те 2-3 ача пулсан – унран та ытларах, - палăртнă эксперт.


„Пĕтĕм Российăри ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн” тĕп совечĕн пуçлăхĕ Герман Авдюшин шкул ачисене укçапа мар, „учебниксен портфелĕпе” пулăшмалла тесе шутлать. Ун шучĕпе йĕркеллĕ мар çемьесенче уйăрса панă укçа-тенкĕне урăх нушасем валли тăкаклама пултараççĕ.


Пĕтĕм Российăри Обществăлла шухăша тĕпчемелли центрăн даннăйĕсем тăрăх, 2018 çулта Россия çыннисем сентябрĕн 1-мĕшне хатĕрленме 21135 тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен çуррине – шкул форми, атă-пушмак тата ытти япалана туянма. Çавăн чухне ыйтса тухнă çынсен 2/3-мĕш пайĕ хăйсен укçи-тенкипе шкула хатĕрленесси йĕркеллĕ пулăм тесе шутлать.


Паллах, мĕн чухлĕ укçа тăкакласси кашни çемьерен хăйĕнчен килет: пĕрисем ылмаштарса тăхăнма ик-виçĕ тум туянаççĕ, теприсем – пĕррепе çырлахаççĕ. Тавар хакĕсем те тĕрлĕ магазинта тĕрлĕрен. Тата, паллах, япала пахалăхĕнчен те килет хак.


Ачана шкула кайма пулăшу парасси лайăх пуçару, анчах та влаçри çынсен шухăшĕсем тĕрлĕрен: ырлаканни те, пăрахăçлаканни те пур. „Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне паракан капитал” пулĕ-и – ку ыйту уçă юлать.
Читайте нас: