Паян, августăн 20-мĕшĕнче, „Уфа-Арена” площадкинче ПР „Башавтотранс” ГУП çĕнĕ 102 автобус уççине илнĕ.
„Башавтотранс” хăйĕн автопаркне активлă çĕнетсе пырать. Çавăнччен 136 автобус илнĕ пулнă. Паян пĕчĕк класлă 60 автобус, вăтам класлă 42 автобус тата хушăннă. Çулталăк вĕçлениччен пурĕ 527 автобус илмелле.
Автобуссем хуласем хушшинче, хула çумĕнче, инçете çÿрĕç.
Аса илтеретпĕр, Р.Ф.Хабиров хушнипе муниципаллĕ образованисен пурин те сентябрĕн 1-мĕшĕччен Уфа хулипе транспорт çыхăнăвĕ пулмалла.
Çапла, августăн 10-мĕшĕнчен14 маршрут ĕçлеме пуçланă.
"Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен мультимодальность вăя кĕрет. Пĕр хутчен „Алга” карттăпа тÿлесе пĕр сехет хушши „Башавтотрансăн” темиçе автобусĕпе çÿреме пулать. Малалла трамвайсемпе, троллейбуссемпе, электричкăпа çÿренĕ чухне те „телейлĕ сехетсем” пулма тивĕçлĕ", - çырнă Р.Ф.Хабиров социаллă сетьсенче.