Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Августӑн 2019, 13:59

Ачасем валли посылкăсем

Кăмăл тăвакан кирек хăш çын та республикăри социаллă ача-пăча учрежденийĕсене, вĕсен адресĕпе вĕренÿ хатĕрĕсемпе посылка ярса, пулăшу пама пултарать.

Кашни почта уйрăмĕнче тетрадьсенчен, ÿкермелли альбомран, акварель сăрăсенчен, ручкăсемпе кăранташсенчен тăракан пухăсем хатĕрленĕ. Çынсене суйласа илме çăмăлрах пулма, уйрăмсен операторĕсен регионти социаллă ача-пăча учрежденийĕсен списокĕ пур, унта сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне посылка ярса пама пулать. Списокрисĕр пуçне Россия Федерацийĕн территорийĕнчи ытти кирек хăш ача-пăча учрежденийĕн адресĕпе посылка яма пулать. Стандартлă япаласенчен тăракан ыркăмăллăх пуххине çыхăну уйрăмĕнче пур ытти вĕренÿ хатĕрĕсем хушма пулать.


Социаллă акцине Россия Почти ирттерет.


Г. ЕРМОХИНА.

Читайте нас: