Кăçал форума Российăн 14 регионĕнчен çамрăксен 160 ытла представителĕ хутшăннă. Пушкăртстан Республикине наукăра, искусствăра, спортра тата ытти отрасльсенче пысăк çитĕнÿсем тунă 38 çын тăратнă.
Форум программинче – М.В. Ломоносов ячĕллĕ МГУ государство управленийĕн факультечĕпе пĕрле ĕçлесе хатĕрленĕ тухăçлă вĕрентÿ сессийĕсем, экспертсен пĕрлешĕвĕпе, власть, культура, бизнес представителĕсемпе тĕлпулусем, тренингсем тата проект сессийĕсем, тĕрĕк халăхĕсен историпе культура еткерлĕхне тĕпчес, сыхласа хăварас енĕпе чи лайăх ĕçсемпе паллашасси тата вĕсене тĕпчесси.