Аургазă хыпарçи
+20 °С
Облачно
Общество
19 Августа 2019, 06:24

Этнофестиваль иртнĕ

Туймазă хулинче иртнĕ этнофестиваль тĕрлĕ наци çыннисене пухнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Иртнĕ эрнекун Туймазă хулинчи Тĕп культурăпа кану паркĕнче Пĕтĕм тĕнчери фольклориада-2020 тата Пушкăртстан Республики пулса кайнине 100 çул çитнине халалланă „Туймазы-фест” уçă этнофестиваль иртнĕ.



Паркăн амфитеатрĕнче тĕрлĕ халăх представителĕсем – Туймазă районĕнче пурăнакансем тата ытти районсемпе хуласенчен килнĕ хăнасем – концерт кăтартнă.


Парк территорийĕнче питĕ пысăк этно-выставка ĕçленĕ, унта декоративлă-прикладной искусство ăстисен ĕçĕсене курма май пулнă.


Çаплах тĕрлĕ халăх кухнин апачĕсене тутанса курма май пулнă.

Читайте нас