Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Августӑн 2019, 13:31

Йытăсене сăмсалăхпа уçăлтарса çÿретмелле

Госдумăна йытăсене сăмсалăхсăр уçăлтарса çÿретекен хуçасем тĕлĕшпе закона пăснăшăн наказани шута илме сĕнеççĕ.

„Коллективная защита” обществăлла организацинче уçăлма илсе тухнă чухне сăмсалăх тăхăнтартман обществăшăн хăрушлăхлă йытăсен хуçисене штраф тÿлеттерме сĕннĕ. Организацин президенчĕ Марат Аманлиев Госдума председательне Вячеслав Володина тивĕçлĕ çыру янă та ĕнтĕ.


Иртнĕ çул вĕçĕнче „Чĕрчунсемпе усал пулни çинчен” закон йышăннине пăхмасăр (унта йытăсене сăмсалăхсăр тата кантрасăр уçăлса çÿреме илсе тухма юраманни çинчен çырнă), çак правилăна тăтăшах тата мĕнпур çĕрте те пăсаççĕ.


Паллах, çакă таврари çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăншăн йытă хуçи административлă яваплăх тытмалла. Общественник закона пăснăшăн наказани палăртма административлă кодекса хушса тÿрлетме сĕнет.


Унпа килĕшÿллĕн, закона пăсакансене 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф хума, 5 кунран пуçласа 10 кун таран арестлеме е 30 сехет тÿрленÿ ĕçĕсем тутарма пултарĕç.
Читайте нас: