Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанра 12 пине яхăн спорт сооруженийĕ ĕçлет. Çамрăксен политики тата спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çитес темиçе çулта вĕсен шучĕ тата ÿсĕ.
Хулари пысăк тата ялсенчи нумай функциллĕ объектсене „Демографи” наци проекчĕн „Спорт – пурнăç норми”” регион проекчĕ йĕркипе тума планлаççĕ тата тăваççĕ.
Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк вĕçлениччен тата 13 çĕнĕ спорт комплексне ĕçе кĕртĕç.
Регион проекчĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри – физкультурăпа тата спортпа интересленекен халăх пайне тăтăшах ÿстерсе пырасси. 2024 çул тĕлне ăна хальхи 43%-ран 55% çитерме планлаççĕ. Çавна валли мĕнпур шайра, халăхра спортпа массăллă ĕçе активлатмалла.