Коллективсем шкулсемпе ача сачĕсен пÿлĕмĕсене пурне те илемшĕн якатса юсанă, территорисене тирпей-илем кĕртнĕ, сĕтел-пуканăн, чÿрече блокĕсен пĕр пайне улăштарнă, çаплах хăшпĕр çуртсен тăррисене юсанă. Шкулчченхи ачасем валли кану тата уçăлса çÿремелли зонăсене пĕчĕк архитектура формисемпе, юмахсенчи персонажсемпе оборудованиленĕ. Хăйне евĕрлĕ чечеклĕхсем, клумбăсем, Альп тăвĕсем тĕрлĕ тĕслĕ чечекĕсемпе савăнтарса лараççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче пуринче те видеосăнав камерисем, хăрушлăх сигнализацийĕн кнопкисем йĕркелесе лартнă. Вĕсем санитари, пушар хăрушсăрлăхĕ тата террористсенчен хÿтĕленмелли правилăсене тата нормăсене тивĕçтерсе тăраççĕ.
Комисси составĕнче район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн, полицин, пушар хуралĕн представителĕсем ĕçленĕ.