Пур хыпар та
Общество
15 Августӑн 2019, 18:20

Парăмлă ашшĕ-амăшĕсене тĕрĕслĕç

Республикăри суд приставĕсем „Ачана шкула пуçтар” акци йĕркипе вĕсен пурлăх лару-тăрăвне тĕрĕслес тĕллевпе парăмлă ашшĕ-амăшĕсем пурăнакан вырăнта кашни кун килсерен çÿресе тухĕç.

Çаплах парăмçăсен ĕç укçинчен алимент обязательствисемпе вăхăтлă тата туллин тытса юлни тĕлĕшпе организацисен бухгалтерийĕсене тĕрĕслĕç тата ирĕксĕрлесе шыраттарса илмелли урăхла мерăсемпе усă курĕç.


Алимент тÿлессинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕсене административлă тата уголовлă яваплăх тыттарма явăçтарма пултараççĕ. Çапла, тĕслĕхрен, çулталăк пуçланнăранпа парăмçăсем тĕлĕшпе 906 уголовлă ĕç пуçарнă.


Суд приставĕсен федераллă службин ПР Управленийĕн сотрудникĕсем ача çурчĕсен, интернат шкулсен воспитанникĕсем валли ыркăмăллăх мероприятийĕсем ирттереççĕ, шкул хатĕрĕсем пухаççĕ, вĕсене ача çурчĕсене тата нумай ачаллă çемьесене параççĕ.


С. САТТАРОВА, Аургазăри РОСП суд приставĕ-исполнитель.

Читайте нас: