Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Августӑн 2019, 18:39

Шахматла выляма пурин те пĕлмелле

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршыври шкулсен вĕренÿ программине ăс-хакăл спортне кĕртме планлаççĕ.

Российăн çутĕç министерстви 2017 çултан вара улшăнусем хатĕрленĕ. 2019 çулхи апрельтех Российăри шкулсем нумайăшĕ хăйсен вĕренÿ программине шахматла выляма вĕрентекен уроксем кĕртнĕ.
Программăсемпе учебниксем хатĕр, преподавательсене хатĕрлесе çитерес ĕçсем пыраççĕ. Ăс-хакăл спорчĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кашни шкулта пулма тивĕçлĕ.
Пĕрремĕш класс ачисем дисциплинăна çулталăкне 33 сехет вĕренĕç, 2-4 классем – пĕр сехет нумайрах.
Çĕнĕ предмета преподавательсем физкультурăн ытлашши тесе шутлакан виççĕмĕш урокĕ вырăнне ирттерĕç.
- Шахматла вылякан ачасем вĕренÿре ĕлкĕрсе пынин кăтартăвĕ 35-40% таран пысăкрах. Ăс-хакăл спорчĕ ачана аталантарать, - тесе шутлать РФ çутĕç министрĕ Ольга Васильева.
Читайте нас: