Российăри Шалти ĕçсен министерствин Аургазă районĕ тăрăх ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем çул çинчи транспорт инкекне куракансене шыраççĕ, унта ватă хĕрарăм инкек курнă.
Августăн 8-мĕшĕнче ирхи 8.00 сехет тĕлнелле „Магнит” магазин таврашĕнче машина тăратмалли вырăнтан хускалса тухса кайнă чухне автомобиль кинемине çапса ÿкернĕ.
Инкеклĕ ĕçе курнă çынсене, çаплах епле те пулин информаци пĕлекенсене çак телефонсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ: 2-14-07, 2-11-21.