Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Августӑн 2019, 11:55

Халăх гимнĕшĕн сасăлав пырать

Шупашкар хулин 550 çулĕ тĕлне халăх гимнĕн конкурсне пĕлтернĕ.

Шупашкар хулин администрацийĕ „Русское радио” радиостанципе пĕрле Шупашкарăн 550 çулĕ тĕлне халăх гимнĕн уçă конкурсне пĕлтернĕ. Пурĕ 116 заявка пулнă, поэтсемпе композиторсем, солистсемпе творчествăлла пĕрлешÿсем хăйсен музыка хайлавĕсене хатĕрленĕ.


Конкурса тăратнă чи лайăх вунă юрă финала тухнă. Вĕсене „Открытый город” (https://og21.ru/poll/632 е https://vk.com/music?z=audio_playlist-167989215_1) страницăра итлесе пăхма пулать.


Августăн 15-мĕшĕччен чи лайăх юрăшăн сасăлав пырать.


Çак сасăлава хутшăнма чĕнетпĕр. Конкурсри пиллĕкмĕш юрра юрлаканĕ пирĕн ентеш – Алена Савельева.
Читайте нас: