Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Августӑн 2019, 12:00

Районти коммуналлă хуçалăх хĕллене 87% хатĕр

Республикăн Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви çак кунсенче пирĕн районта ирттернĕ зона канашлăвĕнче çакăн пек цифрăсем илсе кăтартрĕç.

Канашлу ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Юрий Палтусов ертсе пынипе иртрĕ. Министр заместителĕ кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли сезона республикăн хатĕрлĕх кăтартăвĕсене каласа тухрĕ. Республикипе вăтам хатĕрлĕх 76% пулнă. Пирĕн район, хатĕрлĕхĕн 87% кăтартса, хĕллене хатĕрленес енĕпе чи лайăххисен шутне кĕнĕ.


Район администрацийĕн пуçлăхĕн строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Артур Файзуллин котельнăйсем ăшă пама мĕнле хатĕрленни тата вĕсен техника лару-тăрăвĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн сăмахĕ тăрăх, коммуналлă службăсем хĕле хатĕр, анчах Толбазă ялĕнчи хăшпĕр котельнăйсене пысăк реконструкци кирлĕ. Тĕслĕхрен, 8 №лĕ котельнăйĕнче оборудовани хытă кивелнĕ. Пĕтĕмпе улăштармалла. Халĕ 3 млн тенке яхăн укçа шыраса тупас тĕлĕшпе ĕç пырать.


Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем газ парса тăнăшăн парăмсем пурри çинчен асăрхаттарчĕç. Районти ПУЖКХ начальникĕ Айрат Габбасов газшăн парăма кемĕтес енĕпе ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Пирĕн патра сĕмсĕр тÿлемен 109 çын пурăнать. Вĕсен пĕтĕм парăмĕ 4 млн тенкĕ ытла. Коммуналлă хуçалăхра парăма шы-раттарса илес енĕпе виçĕ бригада ĕçлет, вĕсем суд приставĕсемпе пĕрле лару-тăрăва тÿрлетме тăрăшаççĕ.


„Энергосбыт” представителĕсем электричествăшăн водоканалăн, „Жилсервис” тытса тăракан компанин тата „Шиповник” КХ ООО парăмсем пурри çинчен пĕлтерчĕç.
Читайте нас: