Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Августӑн 2019, 12:00

Вăл чемпионсем тата олимпиецсем ÿстернĕ

Августăн 10-мĕшĕ – Физкультурник кунĕПирĕн ентеш Георгий Тарасов хăйĕн пурнăçне вăй-хал воспитанине тата спорта аталантарма панă

Бишкаин ялĕнчи Степан тата Агафия Тарасовсен çемйинчен виçĕ ывăл – Иван, Василий тата Никита – Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнман.
1942 çул вĕçĕнче Иванăн ывăлĕ – Георгий – доброволец пулса фронта кайнă. 17 çулта малти позицинче пулни – вăл хăй паттăрлăх. Анчах салтак çапăçма та хăюллă çапăçнă! Пĕр çултан унăн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Ялав орденĕ йăлтăртатнă, тата ăна компарти ретне илнĕ. 1944 çул пуçламăшĕнче, госпиталь хыççăн, Тарасов сержанта çар артиллери училищине вĕренме янă. Вăрçă вĕçленнĕ, анчах вăл тата вунă çул кадрти офицер пулса çар службинче тăнă. Запаса тухсан Георгий Тарасов майор Ташкентра ДОСААФăн пăшал пемелли спорт клубĕн начальникĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Часах пульăпа перес енĕпе спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ, Узбек ССР нумай хутчен чемпионĕ пулса тăнă. Фергана хулинче ăмăртура пулас мăшăрне, пăшал перес енĕпе спорт мастерне Анфиса Августовнăна тĕл пулнă. Тарасовсен икĕ ывăлĕ те – Сергей тата Геннадий - ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пăшал пемелли тирта ÿснĕ, çаплах спорт мастерĕсем пулса тăнă. Георгий Иванович чапшăн çунман, хăйĕн юратнă ĕçне тунă çеç. Унăн воспитанникĕсем пĕтĕм Союзри ăмăртусене хутшăннă, СССР чемпионачĕн призерĕсем пулса тăнă. Хула ертÿçисем хастар тата пуçаруллă йĕркелÿçĕне асăрханă. Ăна хулари ДОСААФ комитечĕн председательне уйăрса лартнă. Çĕнĕ руководитель ĕçе çине тăрса тытăннă. Ташкент çыннисем, чи малтан çамрăксем, спортăн техникăлла тĕсĕсем патне туртăннă, транспорт хатĕрĕсемпе çÿреме тата пульăпа перекен хатĕрсенчен пеме, радиотехникăна вĕренме тăрăшнă. Çуллахи Олимпиада-80 çывхарса килнĕ. СССР Правительстви Ташкентра пульăпа перес енĕпе Олимп резервĕн шкулне уçма шут тытнă. Ăна ертсе пыма Георгий Ивановича хушнă. Анфиса Августовна шкула пульăпа перекен чи çĕнĕ хатĕрсемпе, хальхи патронсемпе тата çĕнĕ наука-методика ĕçĕсемпе тивĕçтерсе тăрас тивĕçе пурнăçланă. Тарасовсен ывăлĕсем Ташкентри милицин аслă шкулне пĕтернĕ. Аслă ывăлĕ, Узбек ССР Шалти ĕçсен министерствин пай начальникĕ, милици майорĕ Сергей Тарасов 1980-мĕш çулсенче Узбекистанри паллă „çĕрмамăк ĕçне” тĕпченĕ вăхăтра служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне сарăмсăр вилнĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ СССР Шалти ĕçсен министерствин академийĕнче малалла вĕреннĕ. Ăна, чи лайăх выпускника, академинче ĕçлеме сĕннĕ. Преподаватель тата наука ĕçне илсе пынă. Отставкăри полковник Геннадий Георгиевич профессор халĕ Нижний Новгород хулинче пурăнать.
Георгий Иванович ĕçре вĕренĕ тата çуннă. Олимп резервĕн ятлă-сумлă шкулĕ пысăк çитĕнÿсем тунă, унăн вĕренекенĕсем СССР тата Европа чемпионĕсем пулса тăнă. Пултаруллă тренер пархатарлă ĕçе – çитĕнсе пыракан ăрăва воспитани пама тата вĕрентме – пĕтĕм вăйне тата пĕлĕвне панă. Вăл Узбекистанăн тата Ташкентăн спорт пурнăçĕнче чаплă йĕр хăварнă. Çамрăксене çар службине, çĕре яхăн спорт мастерĕ хатĕрленĕшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ панă. Вăл СССР пилĕк орден кавалерĕ, Узбек ССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче категорири судья. Георгий Иванович тăван килĕнчен инçетре пурăннă пулин те, чăвашсен йăли-йĕркисене асра тытнă, тăван чĕлхепе юрлама юратнă. Ташкента шăллĕпе йăмăкне илсе кайнă. Вĕсем унта аслă пĕлÿ илнĕ. Бишкаина килсен, пĕтĕм тăванĕ тата кÿршисем вăл юрлакан авалхи чăваш юррисене итлеме пынă. Пушкăрт, тутар, узбек, казах, туркмен тата кăркăс чĕлхисене лайăх пĕлнĕ.
Вăл 2018 çулта вилнĕ. Георгий Иванович Тарасов отставкăри полковника Ташкентра пытарнă.

А. ИВАНОВ.

Читайте нас: