Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Августӑн 2019, 11:56

Кунта туслăх çуралать

Анат Бегенеш ялĕнчи ачасен сывлăха лайăхлатакан Г. Ибрагимов ячĕллĕ лагерĕнче виççĕмĕш смена ĕçлет.

Малтанхи икĕ сменăра кунта 130 ача каннă. Июль вĕçĕнче лингвистика тĕллевлĕ „Туслăх” лагерь уçăлнă. Районти 25 ялтан пухăннă ачасем каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ кăна мар, чăваш халăхĕн историйĕпе, пурнăç йĕркипе, йăлисемпе паллашнă, халăх юррисем вĕреннĕ, писательсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашнă.


Халĕ профиллĕ тата тепĕр смена – „Çамрăк спецназовец” – ĕçлет. Вунă кун хушшинче ачасем çар ĕçĕн никĕсĕсене вĕренеççĕ, спорта хутшăнаççĕ – пĕр сăмахпа, çар службине хатĕрленеççĕ. Лагерь территорийĕнче спорт площадки оборудованиленĕ, футбол тата волейбол уйĕсем пур. Спорт залĕнче те выляма пулать. Фойере теннис сĕтелĕ вырнаçтарса лартнă.




Читайте нас: