Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Августӑн 2019, 18:26

Толбазăра пулă вилнĕ

Толбазă ялĕнче пулăсен пысăк йышĕ вилнине тупса палăртнă. Вилĕм сăлтавне специалистсем тĕпчеççĕ.

Пулăсен пысăк йышĕ вилни çинчен вырăнти соцсетьсенче хутшăнакансем çырнă. Заводская урамĕ хыçĕнче (Софиполь микрорайонĕ) вырнаçнă пĕве çинче тунă фотоÿкерчĕксене тата видеона пăхнă хыççăн лару-тăрупа профиллĕ ведомствăсем интересленме тытăннă.
- Район администрацийĕ çумĕнче пулă вилнин сăлтавне тĕпчесе пĕлес енĕпе комисси йĕркеленĕ. Пĕве çывăхĕнче пурăнакан çынсене шыва кĕме тата килти кайăк-кĕшĕке пĕвене яма юраманни çинчен пĕлтернĕ. Унăн йĕри-тавра асăрхаттаракан паллăсем лартнă, - каласа пачĕ районти граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ Руслан Загидуллин.
Инкеклĕ ĕç вырăнне Çутçанталăкпа усăланас ĕç тата экологи министерствин Стерлитамакри территорири управленийĕн сотрудникĕсем, районти ветеринари станцийĕн тата ПР пулă сыхлас ĕç инспекцийĕн, Инкеклĕ ĕçсен министерствин специалисчĕсем кайнă. Çутçанталăка кÿнĕ сиене шутлаççĕ. Пĕвери шыва тĕрĕслеме тата вилнĕ пулла анализ тума илнĕ. Специалистсем çывăх кунсенче заключени парĕç.
Фото: МЧС РБ.
Читайте нас: