Пур хыпар та
Общество
2 Августӑн 2019, 13:51

Регистраторсем урамсене тухĕç

Август уйăхĕнче районта 2020 çулхи Пĕтĕм Российăри халăх перепиçне ирттерме хатĕрленÿ ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ пуçланать.

Ялсен урамĕсене регистраторсем тухĕç. Вĕсем çуртсен адресĕсен тата картографи учечĕн списокĕсене актуализацилĕç. Çак хатĕрленÿ ĕçĕ 2020 çулта Пĕтĕм Российăри халăх перепиçне ирттернĕ чухне халăха учета туллирех илме май парĕ. Регистраторсем кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен 30-мĕшĕччен килĕрен çÿресе тухĕç.


Регистратор перепись программи тăрăх халăхран ыйтса пĕлмĕ, анчах çуртра пурăнакансен хисепĕпе интересленме, çуртри хваттерсен шутне тĕрĕслеме, тытса тăракан компани тата çурт харпăрçисен организаци ятне ыйтма пултарать. Хăйĕнпе пĕрле унăн полномочисене çирĕплетсе паракан ятарлă удостоверени пулĕ, унта хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне кăтартнă.

С. ЦУКАНОВ, перепись ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ.

Читайте нас: