Пур хыпар та
Общество
31 Июлӗн 2019, 12:06

Российăра хут паспортсене пама чарăнĕç

Российăра хут паспортсене 2022 çулта пама чарăнĕç. Вĕсене чиплă тата мобильнăй приложениллĕ пластик карточкăсемпе улăштарĕç.

Россия çыннисене электронлă паспорт парас тĕлĕшпе пуçару (пилотный) проектне реализацилесси 2020 çулта Мускавра пуçланĕ. Тата икĕ çултан электронлă документсем йăлана кĕнĕ хут паспорта пăрахăçа кăларĕç. Электронлă паспорт чиплă пластик карточка евĕрлĕ. Вăл Российăра туса кăларнă компонентсенчен çеç тăрĕ тата хамăр çĕршыври программа тивĕçтерĕвĕпе ĕçлĕ. Российăра ĕçлесе кăларнă криптографи алгоритмĕсемпе усă курĕç. Çак тĕслĕхре хăрушсăрлăх хут паспортсен çаврăнăшĕн сферинчинчен нумай пысăкрах пулĕ. Электронлă карточка-паспорт 10 çул тăршшĕне ĕçлĕ, халĕ вăйра тăракан хут паспортсене хуçи кăмăл тусан электронлисемпе улăштарĕç. Карточкăпа пĕрле мĕнпур мобильнăй платформăсем валли электронлă паспорт приложенине туса кăларĕç.


Башинформ.

Читайте нас: