Пенси фончĕн Пушкăртстан Республикинчи Уйрăмĕ ĕçлекен пенсионерсен страхлав пенсийĕн калăпăшне çĕнĕрен шутласа панă. Ĕç паракансем 2018 çулшăн хывнă укçа çинчен сведенисем кĕртнĕ, Пенси фончĕ вара страхланă çынсен лицевой счечĕсем çине çырса тухнă.
Çĕнĕрен шутласа парасси автоматла йĕркепе, заявление памасăрăх пулса иртет. Августри хушма укçа виçи кашни çыннăн уйрăм, вăл ĕç тапхăрĕнчен тата Пенси фондне ĕç паракансенчен кĕнĕ страхлав тÿлевĕн сумминчен килет.
Пенси фончĕн Аургазă районĕнчи уйрăмĕ.