2018 çулхи çавăн пек тапхăрпа танлаштарсан, çакă 45 ача сахалрах пулать. Районта ача çуратма пултарас ÿсĕмри хĕрарăмсен хисепĕ те çулсерен чакса пырать: умĕнхи çулталăкпа танлаштарсан, 2018 çулта вĕсем 263 çынна кемнĕ.
- Пĕтĕм халăх хисепĕн 30 проценчĕ - ĕçлеме пултаракан аслă ÿсĕмри арçынсем тата хĕрарăмсем, - палăртрĕ Толбазăри район больницин главнăй врачĕн заместителĕ Нурия Валиева.
Çур çул хушшинче 273 Аургазă çынни вилнĕ (умĕнхи çулталăкăн çавнашкал тапхăртинчен 18 тĕслĕхе нумайрах). Султанмурат, Таштамак, Треппел, Уршак, Кебеç ял тăрăхĕсенче вилеслĕх кăтартăвĕ пысăк.