Пур хыпар та
Общество
23 Июлӗн 2019, 14:34

Камăн кăмăсĕ лайăхрах?

Июлĕн 27-28-мĕшĕсенче „Акбузат” ипподром территорийĕнче пушкăрт кăмăсĕн „Йайляу” этно-фестивалĕ иртет.

Уява Пушкăртстан районĕсенчи кăмăс туса кăларакансем пухăнĕç, вĕсем республикăн тĕп хулине хăйсен продукцине илсе килĕç. Мероприятинче кăмăс тăвакансен съезчĕ тата вĕренĕвĕ те иртĕ, вĕсем хăйсен кăмăсне республикăра чи лайăххи тесе каламалли правăшăн конкурсра та ăмăртĕç.


Йĕркелÿçĕсем Уфа çыннисене тата хăнисене этно-уява хутшăнма йыхравлаççĕ, унта кашни çын килĕшекен япала тупĕ.

Программăра этно-ярмарка, концерт, ачасем тата çитĕнсе çитнисем валли мастер-классем иртĕç, этно-килкартиш тата ача-пăча зони ĕçлĕç. Кăмăс-барпа тата чайнăйпа кану зони йĕркелĕç, çаплах „АшМаркет” апат-çимĕç фестивалĕ те.

Фестивалĕн иккĕмĕш кунхине лашапа ăмăртса чупмалли „Терра Башкирия” спорт турнирĕн черетлĕ тапхăрне пĕтĕм çемьепе курма пулĕ.


Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – „пушкăрт кăмăсĕ” бренда çĕнĕрен çĕклесси тата пропагандăласси. Фестивальте ПР ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсемпе тата пĕчĕк предпринимателлĕхпе паллашма пулĕ.


Мероприяти çинчен тĕплĕнрех https://kumysfest.ru сайтра пĕлме пулать.
Читайте нас: