Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Июлӗн 2019, 16:51

Шкулта учительсем çитмеççĕ

Пушкăртстанри шкулсенче 1500 ытла учитель çитмест.

Çавăн çинчен Республика çуртĕнче „Вĕрентÿ сехечĕ” форматпа иртнĕ канашлура пĕлтернĕ.
Пушкăртстанри Акмулла ячăллĕ государство педагогика университечĕн ректорĕ Салават Сагитов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра ют чĕлхе, математика, вырăс чĕлхи тата литература, физика, хими тата биологи учителĕсем çитмеççĕ. Кадрсен дефицичĕ пуринчен ытларах Уфара, Октябрьскинче, Стерлитамакра, Благовещенскинче тата Стерлитамак районĕнче сисĕнет.
Ректор шутланипе, учительсен проблеми малашне тата та çивĕчленĕ.

- Пĕр-икĕ çултан шкулсене чи нумай ача çуралнă çулсенчи ачасем вĕренме килеççĕ. Шкул ачисен шучĕ 60 пин ытла ачана ÿсĕ. Апла пулсан, пуçламăш классен учителĕсем кирлĕ пулĕç, вĕсем вара халĕ те çителĕксĕр, кайран - вăтам звенори учительсем, - пĕлтернĕ вăл.
Унсăр пуçне, паянхи кун республикăри кашни тăваттăмĕш педагог – пенсионер.
Сагитов доклад тунă хыççăн Р. Хабиров пулас педагогсен тĕллевлĕ хатĕрленĕвне йĕркелеме хушнă. Çавăн пек студентсем пурлăх пулăшăвĕ илме, институтсен выпускникĕсем шкулсенче ĕç вырăнĕсем тупма пултарĕç. Каласа хăварас пулать, шкула килнĕ çамрăк учительсен тума тивĕçлĕ йĕркепе виçĕ çул ĕçлемелле пулĕ.
Астутаратпăр, ялти 100 учитель кашни çул 600 пин тенкĕ чухлĕ грант илме пултарать. Радий Хабиров çакна июлĕн 1-мĕшĕнче пуçарса янă. ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ вĕсене Республикăри августра иртекен вĕрентÿ канашлăвĕнче пама сĕннĕ.
Читайте нас: