Уйăх çурри ытла таран Çĕр чăмăрĕн ĕмĕлкине лекĕ.
Енчен те тÿпе уяр пулсан, уйăх тĕттĕмленнине ятарлă техникăсăр та курма пулĕ.
Мускав вăхăчĕпе 21.43 сехетре уйăх Çĕр чăмăрĕн ĕмĕлкине пырса лекĕ.
Тĕттĕмленни хăй вара 23.02 сехетре пуçланĕ, çĕрлехи 02.00 сехетре вĕçленĕ.