Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Июлӗн 2019, 11:59

Чĕрчунсен хăна çурчĕ

Пушкăртстанри Стерлитамак хулинче чĕрчунсем валли хăна çурчĕ пулĕ.

Отпускра, чикĕ леш енче, санаторисенче пулнă вăхăтра чĕрчунсене çак отельте хăварма май пулĕ.
„Хăна çуртĕнче стандартлă 12 номер, виçĕ люкс тата икĕ çурма люкс номерĕ пур. Унта пысăк пĕлÿллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсем чĕрчунсене çитереççĕ, вĕсемпе уçăлса çÿреççĕ, хутшăнаççĕ, вĕсен сывлăхĕпе тасалăхне тĕрĕслесе тăраççĕ”, - пĕлтернĕ Пушкăртстанăн Ветеринари управленийĕн пресс-службинче.
Хуçисем онлайн-режимра вĕсен чĕрчунĕсене мĕнле пăхнине сăнама пултараççĕ: залта видеосăнав йĕркелесе лартнă.
Çаплах хăна çурчĕпе юнашар чĕрчунсене сиплеме, диагностика тума тата реабилитацилеме специализациллĕ çĕнĕ оборудованипе клиника вырнаçнă.
Читайте нас: