Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Июлӗн 2019, 20:57

Ачасене пулăшар!

Республикăра июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен «Шкула хатĕрленме пулăш» ыркăмăллăх акцийĕ иртет.

Акци тĕллевĕ – пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене тата çемьесене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшасси.


Инвалид ачасем, тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă ачасем, нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă тулли мар çемьесенчи ачасем валли гуманитарлă пулăшу пухасси икĕ уйăх тăршшĕне пырĕ. Канцеляри таварĕсем, çыру хатĕр-хĕтĕрĕсем, тетрадьсем, ача-пăча валли творчество пуххисем (çĕннисем) пек пулăшу пама пулать. Портфельсене, шкул формине, кĕнекесене лайăххине е çĕннине çеç йышăнаççĕ.


Япаласене «Çемье» уйрăмра çак адреспа йышăнаççĕ: Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 86 (1-мĕш хут, сылтăм ен), кашни кун 9.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен (ытларикун, кĕçнерникун - 19.00 сехетчен). Т. 2-18-42.


А. АБДУЛЛИНА, «Çемье» центр уйрăмĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ.
Читайте нас: