Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Июлӗн 2019, 16:40

Чи лайăххисен шутĕнче

Пушкăртстанăн аслă шкулĕсем Российăн 200 тĕп аслă шкулĕн списокне кĕнĕ.

Пушкăртстанăн аслă вĕренÿ заведенийĕсем пурте çĕршывăн чи лайăх 200 аслă шкулĕн рейтингне лекнĕ. Çавăн çинчен республика правительствинче кашни эрнере иртекен оперативлă канашлура вице-премьерăн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ленара Иванова каласа панă.


Чиновникăн сăмахĕпе, Уфари нефть техника университечĕ техникăлла аслă шкулсен рейтингĕнче пиллĕкмĕш йĕркене, авиаци аслă шкулĕ 35-мĕшне йышăннă. Аграри университечĕ ялхуçалăх аслă шкулĕсем хушшинче тăваттăмĕш пулнă.


Педагогика университечĕсем хушшинче Пушкăрт государство педагогика университечĕ - 12-мĕш вырăнта. Медицина университечĕ медицина аслă шкулĕсем хушшинче 11-мĕш пулнă. Пушкăрт государство университечĕ классикăлла аслă шкулсем хушшинче 17-мĕш йĕрке йышăннă.
С.БЕЛЯЕВ.
Читайте нас: