Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Июлӗн 2019, 16:43

100 балл илнисене – 30 пин

Пушкăртстанра пĕрлĕхлĕ государство экзаменĕпе çĕр балл илнисене 30 пин тенкĕ тÿлĕç.

Пĕрлĕхлĕ государство экзаменĕ панă чухне 100 балл пухнă выпускниксене тата олимпиадăсен призерĕсене 30 пин тенкĕ стипендипе тивĕçтерме планлаççĕ.
Çавăн çинчен ПР Правительствинчи оперативлă канашлура ПР аслă шкулсен ректорĕсен Совечĕн председателĕ, УГНТУ ректорĕ Рамиль Бахтизин пĕлтернĕ.
- Уфари государство нефть техника университетĕнче 2019 çулта пысăк балл илнĕ 109 выпускникран кашнине сертификат хатĕрленĕ, вăл пысăкрах стипенди илме май парĕ.

Аслă шкула олимпиадăсен результачĕсем тăрăх вĕренме кĕрекенсем вĕренĕвĕн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче 30 пин тенкĕ стипенди илĕç. Пушкăртстанри мĕнпур аслă шкулта çакăн пек хавхалантару программисем йышăннă, - каласа панă Рамиль Назифович.
С. БЕЛЯЕВ.
Читайте нас: