Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Июлӗн 2019, 15:00

Сĕт çимĕçĕсем сутмалли йĕрке улшăннă

Российăра июлĕн 1-мĕшĕнчен сĕт çимĕçĕсене çĕнĕ йĕркепе сутĕç.

Январь вĕçĕнче правительство çакăн пек постановлени йышăннă. Халĕ сĕт çăвĕн ылмашăвĕсĕр (заменитель) продукцине ыттисенчен куçпа пăхса уйăрса илме пулĕ, çакă туянакансене кирлĕ тавар суйласа илме пулăшĕ.
Халĕ суту-илÿ залĕсенче тата сĕт, сĕт тытса тăракан продуктсем сутакан ытти вырăнсенче вĕсене туянакан куçпа пăхса ытти апат-çимĕç продукчĕсенчен уйăрса илмелле вырнаçтармалла.
Россельхознадзор Российăра сĕт секторĕнче суя продукци нумай пулнине палăртать. Çапла, ведомство даннăйĕсем тăрăх, пĕлтĕр тĕпченĕ сĕт çимĕçĕсен пĕтĕм калăпăшĕнчен 21,6% суя пулнă. Хатĕр сĕт çимĕçĕсене ветеринари сертификатне илме тивĕçлĕ таварсен списокне кĕртни çак проблемăна татса памалли эффективлă меслет пулма пултарать тесе палăртнă службăра.
К. СКВОРЦОВА.
Читайте нас: