Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Июлӗн 2019, 18:47

Эрех-сăра ĕçмен яла палăртĕç

Пушкăртстанри эрех-сăра ĕçмен, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан ял 500 пин тенкĕ илĕ.

Республикăри "чи урă ялăн" çыннисем тирпей-илем кĕртме 500 пин тенкĕ илĕç. Çак конкурса пушкăртсен Пĕтĕм тĕнчери курултайĕ йĕркеленĕ.


Августăн 31-мĕшĕччен муниципаллĕ тапхăр иртет. Ноябрĕн 30-мĕшĕччен конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене тума палăртаççĕ.


Комисси кашни районта хăш ялта сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине, алкоголизма асăрхаттарассине, ĕçкĕпе иртĕхнине çĕнтернĕ çемьесене реабилитацилессине активлăрах илсе пынине, спирт тытса тăракан продукцине реализацилемелли правилăсене пăхăннине тĕрĕслесе палăртĕ.


Пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнисем 500 пин тенкĕ илĕç, иккĕмĕшсем – 250 пин, виççĕмĕшсем – 200 пин.


Çак укçапа ял çыннисем ача-пăча е спорт площадкисем тума, çулсем юсама е урам хунарĕсем лартма пултарĕç. Урăхла каласан, хăйсен ялне тирпей-илем кĕртме усăланĕç.
Читайте нас: