Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
6 Июлӗн 2019, 12:00

Ялта мĕншĕн кооперативсене хисеплеççĕ?

Аургазă кооператорĕсем ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăри потребительсен кооперацийĕн чи лайăх пилĕк организаци шутне кĕреççĕ.

Аургазăри райпора çавăн çинчен ыттисенчен лайăхрах пĕлеççĕ


„Мухтанмалли çук, пире кăткăсрах та кăткăсрах пулса пырать”, - калаçма пуçланă пĕрремĕш минутранах пĕлтерчĕ райпо совечĕн председателĕ Рамиля Бахтиярова. Проблемăсенчен пуçласа, часах коллективра йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерни тата мĕн тума пултарни çинчен каласа пама тытăннине хăй те сисмерĕ. Тепĕр тесен, урăхла пулма та пултараймасть, унсăрăн Аургазă кооператорĕсем парăнма пĕлмен, каялла чакман çирĕп кăмăллă çынсем пулмĕччĕç. Ĕç кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем республикăри потребительсен кооперацийĕн чи лайăх пилĕк организаци шутне кĕреççĕ.
Çуркунне кĕрепле кирлĕ, çулла – мороженăй
Аургазăри кооператорсем яланах суту-илÿ енĕпе ĕçленĕ. 2010 çулта, кризис мĕн пулнине туйса илсе, вĕсем вăй-хал пухса тăхăр уйăхра кивĕ йывăç магазин вырăнне 1100 тăваткал метр лаптăклă „Аургазы” хальхи суту-илÿ центрĕ туса лартнă. Вăл халĕ те Толбазăри тĕп площадьре çуртăн мал енчи кĕленчисемпе çуталса аякран курăнса ларать: пĕрремĕш хутра кооператорсем хăйсем сутаççĕ, иккĕмĕшне предпринимательсене арендăна панă.


- Вăхăтра туса лартма ĕлкĕртĕмĕр, - палăртать Рамиля Гаязовна, суту-илÿ центрĕн картлашкисемпе хăпарнă май. - Кунта промышленность таварĕсен уйрăмĕ ĕçлет, ку магазина питĕ юратаççĕ, вăл лайăх укçа-тенкĕ тăвать. Сылтăм енче – пысăк супермаркет. Унти оборудование хальхипе, хула стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн, улăштарăпăр. Кашни эрнере таварсен тĕрлĕ ушкăнĕсем валли скидкăсем пĕлтеретпĕр, унсăрăн туянакансем конкурентсем патне кайĕç.
Вак тавар çаврăнăшĕпе аургазăсем халĕ „Башпотребсоюз” системинчи 54 организаци хушшинче иккĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Çав вăхăтрах, шăпах суту- илÿ чи рентабеллĕ отрасльтен чи тăкакли пулса тăнă темелле. Сăлтавĕ паллă: пысăкран пысăк суту-илÿ предприятийĕсен сечĕсем пĕтĕм çĕрте вăй илсе пыни, вĕсем кашни район центрĕнче тата пысăк ялсенче çирĕпленни тата халăхăн тупăшĕсем пĕчĕк пулни. Потребительсен обществи валли ялсенчи, вĕсенче вара хăшпĕр чухне пенсионерсем анчах пурăнаççĕ, магазинсем кăна юлнă. Аургазă районĕнче ялсен шучĕ чи нумай – 136. Тĕпрен илсен, вĕсенче 200 çынран пуçласа 600 çын таран пурăнать.
Сетьсем ялсене каймаççĕ, унта тупăшлă мар. Коо¬ператорсене те, паллах, тупăшлă мар, анчах та вĕсем райпо магазинĕсем ялсене кирлине ăнланаççĕ, вĕсене хупмасса тăрăшаççĕ. Ытла та начар, тавар çаврăнăшĕ уйăхне çĕр пин тенке те çитмен вырăнсене тухса çÿресе сутма тÿр килет. Аургазăри райпон 55 магазинĕнчен 37-шĕ инçетри ялсенче ĕçлет. График тăрăх 36 яла икĕ автолавка каять. Çакăн пек условисенче мĕнле ĕçлесе илме пулать?
Профессионализм – тавçăрулăх, çивĕчлĕх, ăнкару тата пысăк опыт – пулăшать. Кăçал, сăмахран, райпора сезонлă таварсене уйрăм тимлĕх уйăрнă.
- Хĕллепе танлаштарсан, çулла хăшпĕр магазинсенче тавар çаврăнăшĕ виçĕ-тăватă хут ÿсет, - тет Р. Бахтиярова. – Эпир çуркунне пуçланнă тĕле пирĕн патра сад-пахча валли таварсен - кĕрепле, лейка, калуш, витмелли материал - тулли ассортименчĕ пултăр тесе ятарласа тăрăшрăмăр. Кирлĕ самантра вĕсене лайăх туянаççĕ. Хаксем те пирĕн нумайăшĕнчен пĕчĕкрехчĕ, çавăнпа та туянакансем йышлă пулчĕç. Строй-материалсене – рабица, пăта, цемент (апрельтенпе ăна 400 т яхăн сутрăмăр) - нумай ыйтаççĕ. Çуллана мороженăйĕн пысăк ассортиментне хатĕрлерĕмĕр. Ялсенчи пысăк тупăшлăхпа ĕçлекен виçĕ магазинран часах супермаркет тăвăпăр, ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ.
Кооператорсем акатуя хутшăнассине те çĕнĕрен пăхса тухнă. Кăçал суту-илÿ вырăнĕсем яланхинчен сахалрах тунă, анчах та вăйлă сутуçăсем суйласа илнĕ, ассортиментне ÿстернĕ – сахалрах тăкак туса çавăн пекех укçа ĕçлесе илнĕ.
Ылтăн хакĕпе
Туянакансене хамăр патра туса кăларнă продукци интереслентерни çинчен каламасан та – пуçламăшĕнченех çапла пырать. Райпо магазинне çынсем, чи малтан, çăкăр туянма килеççĕ. Толбазăри çăкăр комбиначĕ çăкăр, çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсен 50 ытла тĕсне пĕçерсе кăларать, „Пушкăртстан продукчĕ” проект дипломанчĕ пулса тăрать, район тулашĕнче те питĕ лайăх пахалăхпа палăрса тăрать. Туса кăларнă промышленность продукцийĕ калăпăшĕпе аургазăсем „Башпотребсоюз” лидерĕсен шутне кĕреççĕ: вĕсем кондитер çимĕçĕсем тата çурма фабрикатсем тăваççĕ, килти лапша питĕ лайăх касаççĕ, хĕвелçаврăнăш ăшаласа виçсе чĕркеççĕ. Çĕвĕ цехĕн изделийĕсене – нăкă тата хаклă мар вырăн таврашĕсен комплекчĕсене, минтерсене, ваткăллă утиялсене - уйрăмах ыйтаççĕ. Пĕр самант, цех çĕвĕçĕсĕр тăрса юлсан, туянакансем „Ăçта сирĕн вырăн таврашĕ?” тесе час-часах ыйтнă. Халĕ цехра икĕ çын ĕçлет, çулталăкра вĕсем 1,9 млн тенкĕлĕх тавар çĕленĕ.
Аутсорсинг обществăлла апатланăвăн калăпăшĕсене лайăх ÿстернĕ: райпо районти 14 шкула вĕри апатпа тивĕçтерет. Кулинари цехĕ нихăçан та ĕçсĕр лармасть, унта продукцин 150 ытла тĕсне туса кăлараççĕ. Акă халĕ те, шÿтлесе-кулса, хĕрсем ăшне хунă виçĕ сийлĕ кукăль валли чуста йĕтĕрлеççĕ. Бригадăна Светлана Рафикова кулинар ертсе пырать. Вăл кунта 1985 çултанпа ĕçлет, куçĕсем çунса тăраççĕ, алли-ури çыпăçуллă. Светлана Минулловна пек специалистсем райпора ылтăн хакĕпе: опытлă работниксенчен нумайăшĕ пенсие кайнă, çамрăксене вара вĕрентмелле те вĕрентмелле, тата, аслă ăру пек, пурте мар хăйсене пĕтĕмпех кооперацине пама хатĕр. Кадрсен ыйтăвĕ – потребительсен обществин руководительне пуринчен ытларах хумхантаракан ыйтусенчен пĕри. Анчах та унăн пĕрремĕш йăла – алă усмалла мар!
- Мĕнле йывăр пулсан та, эпир отрасльсене пурне те упраса хăвартăмăр, - тет председатель. – Тĕрĕс, унчченхи позицисенче юлас тесен, темĕн те шухăшласа кăларма тивет, татса памалли уйрăм меслетсем шырама тÿр килет. Хатĕрлев ĕçне, сăмахран, эпир пĕтĕмпех ИП уçнă хамăрăн хатĕрлевçĕсенчен пĕрне патăмăр. Рентабеллĕх унăн тÿрех ÿснĕ – хăйшĕн ĕçлет вĕт. Эпир вара хатĕрлев ĕçĕ енĕпе 15-мĕш вырăнтан саккăрмĕшне çĕклентĕмĕр.

Аургазă кооператорĕсем мĕнле „çăк туртнине” ăнланас тесен, пĕр цифра илсе кăтартни те çителĕклĕ. Пĕлтĕр вĕсем 35 млн тенкĕ налог тÿленĕ, вĕсенчен 15 млн – вырăнти бюджета. Потребкоопераци ял пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни тата вăл кама ытларах кирлĕ пулни çинчен хăвăр шутласа пăхăр.
Т. КРУГЛОВА.
Читайте нас: