Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Июлӗн 2019, 13:09

Пушкăртстанран тухса каякансем килекенсенчен нумайрах

Стратегиллĕ тĕпчевсен институчĕн эксперчĕсем республикăри демографи лару-тăрăвĕн никĕсĕнче çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă.

Пушкăртстанра ялта çитĕнсе çитнĕ хĕрсем, хулара яшсем çителĕксĕр, ПР Стратегиллĕ тĕпчевсен институчĕн эксперчĕсем республикăри демографи лару-тăрăвне тишкернин никĕсĕнче çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă.
Пĕтĕмлетÿсем çинчен институтăн представителĕ Гульдар Хилажева каласа панă.
Экспертсен даннăйĕсемпе, Пушкăртстанра, Атăлçи федераллă округри ытти регионсемпе танлаштарсан, ĕçсем пыраççĕ-ха, мĕншĕн тесен ытти регионсенче ĕçсем тата та начартарах.
Пирĕн регионтан халăх нумай куçса кайни палăрать. Çапла, 2018 çулта республика тулашне 48 пин çын тухса кайнă, 40 пин килнĕ. Çавăн чухне 15-30 çулсенчи граждансем тухса кайнă, 45 çултан аслăраххисем килнĕ.
Ресурссем Российăн 13 регионне каяççĕ, вĕсенчен нумайăшĕ - пирĕн кÿршĕсем.

„Эпир хамăрăн ресурссене паратпăр, каялла вара вăй-халне çухатнисем килеççĕ”, - пĕтĕмлетÿ тунă Гульдар Фаритовна.
Республикăри ялсенче те халăх сахалланса пырать. Çавăн чухне районсем ытларах хĕрсемпе хĕрарăмсемсĕр юлаççĕ. „Ялта çитĕннĕ хĕрсем тата хулара яшсем çителĕксĕр пулнине асăрхама пулать!”, - пĕлтернĕ Гульдар Хилажева.
Читайте нас: