Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Июлӗн 2019, 14:01

Кăмпа пухнăшăн та тÿлемелле?!

Ял хуçалăх министерстви çĕршыври хирсемпе вăрмансенче кăмпа тата çырла пухассине тĕрĕслесе тăма планлать.

Специалистсем палăртнă тăрăх, вăрмансемпе хирсенче ÿсекен кăмпасем, эмел курăкĕсем тата çырласем – хаклă пуянлăх, вĕсен экспорт потенциалĕ те çÿллĕ шайра.
Малтанхи даннăйсем тăрăх, правилăсем çиме юрăхлă пурлăха пухассине, ĕçлесе хатĕрлессине тата вĕсен çаврăнăшне пырса тивĕç.
Ăнлантарса паракан çырура кăмпасене, çырласене тата курăксене çĕршывра та, çаплах чикĕ леш енче те нумай ыйтни çинчен палăртнă. Документа официаллă порталта пичетлесе кăларнă.
„Çутçанталăкра ÿсекен улма-çырласем, мăйăрсем тата кăмпасем – çиме юрăхлă хаклă пурлăх, вĕсене ĕçлесе хатĕрлекен сфера – экономика тата социаллă пĕлтерĕшлĕ отрасль, унăн ÿсĕм потенциалĕ питĕ пысăк”, - шутлаççĕ чиновниксем.
Читайте нас: